Пушкӑртстан Республикинче ачасемпе ҫамрӑксен (РДДМ) "Малтисен юхӑмӗ" Раҫҫей юхӑмӗн 208 пуçламăш уйрăмĕ ӗҫлеме тытăннă. Ҫывӑх вӑхӑтра регионти Çутĕç министерствин пресс-службинче "Башинформа" пĕлтернĕ тăрăх тата 657 уйрӑм уҫма палӑртнӑ.
"Пуçламăш уйрăм уҫма кӑмӑл пурри ҫинчен республикӑри 865 вӗренӳ учрежденийӗсемпе ҫамрӑксен политикин учрежденийӗсем пӗлтерчӗҫ. Ҫак кӑтартупа Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсем хушшинче малта пыракансен шутне кӗнӗ", — каласа панӑ ведомствӑра.
Пуçламăш уйрăмсен чи пысӑк йышӗ пӗтӗм регионти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсене тивет. Чаплӑ открыти 190 учрежденире иртнӗ ӗнтӗ.
Ятарлӑ вӑтам вӗренӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче пӗрремӗш уйрӑмсене Салават индустри колледжӗнче тата Пушкӑрт архитектурăпа строительство колледжӗнче уҫнӑ ӗнтӗ. Маларах ӑна Уфари радиоэлектроника, телекоммуникацисен тата хӑрушсӑрлӑх колледжӗнче уҫнӑ.
Февралӗн 8-мӗшӗнче "Малтисен юхӑмӗ" ҫумне аслӑ вӗренӳ заведенийӗ М.Акмулла ячĕллĕ Пушкӑрт педуниверситечӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Çутĕç министерстви.