-1 °С
Пӗлӗтлӗ
#владимирпутин
Раҫҫей лидерӗ Владимир Путин студентсемпе тӗлпулу итогӗсем тӑрӑх Президент администрацине Çамрӑксен кунне июнӗн 27-мӗшӗнчен июнĕн юлашки шӑматкунне куçарма хушнӑ. Кун пирки апрелӗн 7-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хушнине пурнӑҫланӑшӑн яваплине Президент администрацин ертÿçин пĕрремĕш çумне Сергей Кириенкона лартнă. Пурнӑҫламалли срок кӑҫалхи майӑн 1-мӗшӗччен.
Ҫапла вара, 2023 ҫулта Раҫҫейри Çамрӑксен кунне июнӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Донат Сорокин