Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
6 Июнӗн 2023, 13:19

"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ

"Мужество" ҫарпа патриот клубĕн воспитанникӗсем лайӑх кӑтартусем кӑтартнă.

"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ
"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ

Пишпÿлек районĕнчи "Мужество" ҫарпа патриот клубĕн воспитанникӗсем июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 4-мӗшӗччен "Чӗре астӑвать…" ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă çар çыннисене, спорт результачӗсене тунӑ чухне вилнĕ спортсменсене асӑнса халалланӑ фестивале хутшăннă. Фестиваль Салават районӗнче иртнӗ.

Фестиваль программинче палӑртнӑ: ту тӑррине - скайраннинг хӑпарасси, техника тата ҫарпа прикладной тӗссемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттересси, экскурси маршручӗсем, культурӑпа кану мероприятийӗсем.

"Мужество" ҫарпа патриот клубĕн воспитанникӗсем лайӑх кӑтартусем кӑтартнă: "Мужество" команда "Бивуак" конкурсра I вырӑн йышӑннă, Анна Григорьева — I вырӑн скалолазани дисциплининче — хӑвӑртлӑх, Михаил Гребенюк скалолазани дисциплинипе III вырӑн —хӑвӑртлӑх.

Ҫавӑн пекех унта хутшӑнакансем альпинистсен хатӗрленӳ курсӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗшӗн сертификат илнӗ. Маттур! Ҫапла тытмалла! Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ҫитӗнӳсем сире.

#СердцеПомнит2023
#БижбулякскийРайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ
"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ
"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ
"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ
"Мужество" ҫарпа патриот клубĕ Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: