Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
29 Июнӗн 2023, 14:10

Юнармееца медальпе наградӑланӑ

"Мужество" клуб воспитанникне Егор Гурьянова ПР вӗренӳ министрӗ Айбулат Хажин хӑй медаль панӑ.

Юнармееца медальпе наградӑланӑ
Юнармееца медальпе наградӑланӑ

Астăвăмпа хурлăх кунĕ, 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикинчи вӗренӳпе наука министрӗ Айбулат Хажин III степеньлӗ "«Юнармейская доблесть» юхӑмӑн активисчӗсене кăкăр çине тирмелли паллă парнеленӗ.
— Шкултан вӗренсе тухнӑ кирек хӑш ҫынна та пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам пӗлӳ ҫинчен аттестат панӑ хыҫҫӑн юнармеецӑн медальне те илме кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ, - тет "Мужество" ҫарпа патриот клубĕн ертӳҫи Николай Ильич Петров. — "Мужество" клуб воспитанникне Егор Гурьянова ПР вӗренӳ министрӗ Айбулат Хажин хӑй медаль панӑ.
Хушăлкари хастар та результатлӑ юнармеец ҫак наградӑна тивӗҫлипе тивӗҫнӗ, вӑл республикӑри ҫарпа патриотла клубсене хутшӑнакансен ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене яланах йышӑннӑ. Вӑл пӗрре кӑна мар пенипе, вӑй упражненийӗсемпе, скалолазани енӗпе уйрӑм тӗссенче ҫӗнтерӳҫӗ те пулнӑ. Июльте Егор 18 ҫул тултарать. Халӗ вӑл ҫул юппинче: малалла вӗренме каймалла е РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене служит тума каймалла.

Владимир СМОЛОВ ҫырса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Николай Петров.

 

Юнармееца медальпе наградӑланӑ
Юнармееца медальпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: