Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
14 Ноябрӗн 2023, 11:32

"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ

Ачасем манӑҫми, паллӑ кун ирттернĕ.

"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ

"Пуласлӑха билет" программӑна пурнӑҫланӑ май А.А. Сидорочева Кăрканти вăтам шкулти 8-9-мĕш классенче вӗренекенсем валли "Тӗрӗслевпе виҫмелли приборсемпе автоматика ăсти" программӑпа илӗртӳллӗ мастер-класс ирттернӗ.

Мастер-класра вӗрентекен вӗренекенсене:

- "Тӗрӗслевпе виҫмелли приборсемпе автоматика ăсти" хальхи тата кирлӗ професси ҫинчен;

- ӗҫ тивӗҫӗсем ҫинчен;

- ӗҫре усӑ куракан приборсем ҫинчен;

- производствӑпа технологи процесӗсене автоматизацилес тӗлӗшпе йӗркелесе тӑракан логика контролерӗсене палӑртасси ҫинчен;

- технологи процесне тытса пымалли системӑна, ҫавӑн пекех пушарпа газ сигнализацийӗсен системине тата ытти КИПсене тытса пымалли автоматика ҫинчен каласа панă.

Ачасем тӗрӗслевпе виҫмелли хӑш-пӗр приборсен ӗҫне хӑйсен куҫӗпе курма тата интереслӗ ыйтусем пама пултарнă. Тата ачасем профессие хăйсем çинче "виҫсе пăхма" тата хăш-пĕр операцисене туса пăхма пултарнă: кабеле сÿтме; тестер (мультиметр) пулӑшнипе светодиод ленти ӗҫленине тӗрӗслеме; ҫутӑпа сасӑ сигнализацийӗн схемине пухма.

Ачасем манӑҫми, паллӑ кун ирттернĕ. Мастер-класс организаторӗсем вӗренекенсене пысӑк тимлӗх уйӑрнă, кашни вак-тӗвекшӗн чунне хывнă, мероприятие манӑҫа хӑварас тесе мӗн май килнӗ таран пурне те тунă.
#БилетВБудущее #bvb #БВБ2023
#БилетВБудущее2023 #bvb2023 #bvb02
@bvb_rb
#ГБПОУ_СХТК

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
"Пуласлăха билет" программăпа мастер-класс ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: