Пишпÿлек районӗнче кӑҫал кӗркунне пирӗн районти 90 арҫын ачапа хӗрача Юнарми ретне кӗреҫҫӗ. Вӗсенчен кашниншӗнех çакă – пысӑк та пахалăх ӗҫ, халӗ вӗсем – пӗтӗм ҫӗршыври тантӑшсене пӗрлештерекен пӗрлехи командӑн пӗр пайӗ. Юнармеецсем хӑйсене тахҫанах лайӑх енчен кăтартса параççĕ. Хӑйсен наставникӗсем ертсе пынипе вӗсем общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, ветерансемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, мемориаллă комплексӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсен кӗҫӗн юлташӗсемшĕн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
— Ҫакӑ, паллах, вӗсен хаклӑ тĕллевĕсене йӗркелеме витӗм кӳрет. Вӗсем пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пуласса шанатӑп! — çырать район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.
Юнарми ретне кĕрессине халалланӑ церемонисем Демскипе Пăслăкра пулса иртнӗ. Малта — Михайловкӑпа Пишпÿлекри церемонисем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.