Пишпÿлекре "Юнарми" юхӑмӗн ретне кӗмелли чаплӑ церемони пулнӑ.
Иртнӗ мероприятие шута илсе районти "Юнарми" уйрӑмӗн ретӗнче районти вӗренӳ учрежденийӗсен 688 ачи тӑрать.
Пишпÿлек районӗнчи юнармейски юхӑм хӑйӗн ретне анлӑлатать. Чаплӑ церемоние районти Культура керменӗнче ирттернĕ, унта ҫӗнӗ 80 ҫамрӑк юнармеец хаклӑ значокĕсемпе беретсем илнĕ. Присяга йышӑннӑ хыҫҫӑн ачасем лайӑх вӗренме, обществӑна усӑ кӳме, пулăшу кирлисене пулӑшма, тӑван ҫӗршывпа пирӗн ҫӗршывӑн шанчӑклӑ ҫыннисем пулма сӑмах панă. Вӗсем пирӗн шанăçа тÿрре кăларасса эпир ӗненетпӗр. Вӗсенче - пирӗн пуласлӑх.
Ачасемшӗн ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ мероприятире пирӗн хӑнасем - ПР Пуҫлӑхӗн Ҫар службисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе ĕҫлекен канашҫи Алик Камалетдинов тата "Башкортостан" полк командирӗн заместителӗ Александр Мельченко пулни савӑнтарать. Ҫакӑн пек опытлӑ ҫынсенчен, СВО ӗҫне хутшӑнакансенчен, саламсемпе вӗрентӳсем илесси ачасен пурнӑҫӗнче асра юлакан событи пуласса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz