Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
10 Июлӗн , 10:00

Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем

Ҫамрӑксем ҫуллахи каникула усӑллӑ ирттерме шут тытнӑ.

Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем
Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем
Ҫамрӑксем ҫуллахи каникула усӑллӑ ирттерме шут тытнӑ.
— Эпир пурте — эпӗ, Руслан Николаевпа Арсений Сурков Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ, хальлӗхе ҫуллахи каникулта, - тет уҫӑ кӑмӑллӑ Никита Кузнецов. - Июньтех, тӗп шкул курсӗшӗн юлашки экзаменсене панӑ чухне, социаллӑ сетьсем урлӑ сезонлӑ ӗҫе вырнаҫма сӗнӳ тупрӑмӑр. Ӗҫ условийӗсемпе паллашрӑмӑр та ҫанӑ тавӑрса тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр. Вӗсем ытларах район центрӗн тӗп площадьне тирпей-илем кӗртессипе ҫӗр ӗҫӗсем. Ӗҫ паракан пирӗнпе калаҫса татӑлса лайӑх укҫа тӳлет. Эпир пӗр-пӗрне йӑлтах ӑнланатпӑр. Эпир виҫсӗмӗр те тӑххӑрмӗш класс хыҫҫӑн Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче вӗренме шут тытрӑмӑр. Унта пурнӑҫра пӗрремӗш професси илӗпӗр. Хамӑр шӑпана ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарма шухӑшлатпӑр. Эпӗ хам Йăлпăлак ялӗнчен. Ҫавӑнпа пӗчӗкренех килти выльӑх-чӗрлӗхе, пахчана пӑхса ҫӗр ҫинче вӑй хума хӑнӑхнӑ. Манӑн юлташсем Пишпÿлекрен, анчах вӗсем те ĕçлеме хӑнӑхнӑскерсем. Эпир вара тӳрӗ кӑмӑлпа укҫа ӗҫлесе илме пӗлнипе мӑнаҫланатпӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
 
Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем
Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем
Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем
Пӗлмеҫҫӗ кичемлӗхе ҫамрӑк алӑсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас