Пишпÿлекре «Юнарми» ретне кĕрессин церемони иртнӗ. Юхӑм Пишпÿлек районӗнчи 50 шкул ачипе пуянланнӑ.
«Юнарми» хӑй пуҫланса кайнӑранпа вунă ҫул хушшинче чӑн-чӑн массӑллӑ юхӑм пулса тăнă, Пишпÿлек районӗнче 700 ытла шкул вӗренекенне пӗрлештерет ӗнтӗ. Ачасем Раҫҫей историне тӗпчесе, истори ӑс-хакӑлне упрас мероприятисене, спортпа çар вӑййисене хутшӑнса, ветерансене пулӑшса чӑн-чӑн патриотсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсен малашне пирӗн пӗрлехи пуласлӑхшӑн явап тытма тивет.
Тепӗр 50 шкул ачи ҫамрӑк армеец пулса тӑнӑ. СВО ветеранӗсемпе Ильдар Валеевпа тата Далер Рахимовпа пӗрле ачасене пысӑк савӑнӑҫпа хӗрлӗ беретсем тыттарнă, вӗсене тӗрлӗ ҫитӗнӳсем тума суннă. Вӗсем пурте пирӗн ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсем пуласса шанса тӑратпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.