Хӗл - кашни ҫыншӑн уҫӑ кану валли питӗ лайӑх вӑхӑт. Уҫӑ сывлӑш тата лайӑх кӑмӑл ачасен тата аслисен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать.
Урамри уҫӑ вӑйӑсем - вӑхӑта хаваслӑ та усӑллӑ ирттермелли питӗ лайӑх мел!
Ҫамрӑк Гварди хастарӗсем Хӗл Мучипе тата Юрпикепе Çӗнӗ ҫул вӑййисем «Хӗл вăййисем» йӗркеленĕ.
Ачасем юр муклашкисемпе перкелешнĕ, михĕ тăхăнса ӑмӑртса сикнĕ, вӑхӑта интереслӗ те савӑнӑҫлӑ ирттернĕ. Хутшӑнакансем пурте Хӗл Мучинчен пылак парнесем илнĕ.
Урамри уҫӑ вӑйӑсем ачасене манӑҫми курӑмсем, ҫутӑ туйӑмсем парнеленĕ.
#МГЕР
#МолодаяГвардияРБ
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916