Февралĕн 12-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнчи ҫамрӑксем Пушкӑртстан Республикин ҫамрӑксен политикин министрӗпе Вито Сабировпа тата Пушкӑртстан Республикин Ачасемпе ҫамрӑксен «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» Пӗтӗмӗшле Раҫҫейри обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн канашӗн председателӗпе Ильнур Юлдыбаевпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулура ачасем пирӗн республикӑра ҫамрӑксен политикин ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ, ҫамрӑк ӑру представителӗсен хӑйне хӑй пурнӑҫлама майсем тата сферӑсем ҫинчен, ҫамрӑксен пӗрлӗхӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата унта хутшӑнни ҫамрӑксемшӗн социаллӑ лифт пулса тӑни ҫинчен пӗлнĕ.
Канаш председателӗ «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗ, юхӑм конкурсӗсемпе проекчӗсем ҫинчен каласа панă.
Министр Пишпӳлек районӗнчи ҫамрӑксене кӑсӑклантаракан ыйтусене пӗтӗмпех хуравланă.
#БашМолодежь #МолодежьБижбулякскогоРайона #МолодежнаяПолитикаРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916