

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Патриот» паркра «Профессионалсем» чемпионат юхӑмӗн ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулнă. Мероприяти «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет, республикӑри ҫамрӑк ӑрӑвӑн чи лайӑх представителӗсене пухать.
Регион ертӳҫи тӗлпулӑва хутшӑнакансем — Пушкӑртстанӑн ылтӑн кадр резервне йӗркелекен ҫутӑ, хавхалануллӑ тата пултаруллӑ ачасем пулнине палӑртнă. Калаҫу вӑхӑтӗнче ҫамрӑксене пулӑшас ыйтусене, унӑн республикӑпа ҫӗршыв аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне, ҫавӑн пекех юхӑма хутшӑнакансен професси ӳсӗмӗн малашлӑхне сӳтсе явнă.
Радий Хабиров ҫамрӑксене ӑмӑртӑвӑн регионсен хушшинчи пулас тапхӑрӗнче ӑнӑҫлӑ тухса калаҫма суннă, кашнин телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫ траекторийӗ пуласса шаннине пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА.