

#владимирпутин
Путин: пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫамрӑксене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫамрӑксене пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсене хӑйсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ условисем туса пани пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин апрелĕн 15-мӗшӗнче РФ субъекчӗсенчи ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсен Пӗтӗм Раҫҫейри XXV съездне хутшӑнакансене саламланӑ чухне каланă.
Унӑн текстне мероприятире РФ президенчӗ ҫумӗнчи ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Мария Львова-Белова вуласа панă.
«Сирӗн приоритетлӑ темӑсен шутĕнче пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ ҫамрӑксемпе ӗҫ йӗркелесси савӑнтарать. Палӑртса хӑварам: ҫакӑн пек ачасене пулӑшни, вӗсене хӑйсене пурнӑҫа кӗртме, пултарулӑхра, спортра, наукӑра, ытти сферӑра талантсемпе пултарулӑха уҫса пама кирлӗ условисем туса пани ҫав тери пӗлтерӗшлӗ», - тесе çырнӑ Кремль сайтӗнче.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/POOL/Александр Казаков.
https://iz.ru/2079201/2026-04-15/putin-otmetil-vazhnost-podderzhki-popavshikh-v-trudnuiu-zhiznennuiu-situatciiu-podrostkov