Çутă çул
+19 °С
Облачно
Çамрăк ăру
20 Мая , 05:51

Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пионери кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунăПишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пионери кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пишпӳлекре уяв ячӗпе чаплӑ мероприяти иртнĕ, унта тӗп хутшӑнакансем пирӗн районти ҫамрӑк ҫынсем — пионерсен ретне кĕрес церемоние иртмелли шкулсенче вӗренекенсем пулнă. Ачасене ҫак паллӑ пулӑмпа саламлама вӗсен аслӑ юлташӗсемпе вӗрентекенӗсем — тӑванӗсем, педагогсем, тӗрлӗ учреждени ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем — килнӗ. Район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев шкул ачисене вӗренӳре ҫитӗнӳсем тума, тантӑшӗсемпе кӗҫӗн ачасемшӗн тӗслӗх пулма, ҫавӑн пекех чи пӗлтерӗшли — мирлӗ пуласлӑх суннă. Ҫакӑн хыҫҫӑн халал церемонийӗ пуҫланнă — ачасене пионер галстукӗсемпе значоксем панă.

Палӑртса хӑварар: мероприяти шайӗнче 14 ҫул тултарнӑ шкул ачисене паспортсем панă. Артур Галеев тата «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» специалисчӗсем паспортсем панă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Пишпÿлекре Пионери кунне паллă тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас