

Ҫак уйрӑм кун эпир хамӑрӑн шкул ачисен пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ тапхӑрне палӑртрӑмӑр: чаплӑ «Пионера халаллани» пулнă.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 4 «а» тата 4 «б» классенче вӗренекенсем «Пушкӑртстан пионерӗсем» РДОО ретне кӗнĕ — ҫак самант ачасемшӗн, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, вӗрентекенӗсемшӗн тата пӗтӗм шкул ҫемйишӗн чӑннипе те асра юлмалли пулӑм пулса тӑнă.
Уявӑн чаплӑ атмосферине саламсен ӑшӑ сӑмахӗсем пуянлатнă.
Ҫамрӑк пионерсен пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ утӑмпа ачасене район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Амурович Галеев саламланă. Унӑн ӑс панисем шкул ачисене хавхалантарнӑ, ача-пӑча юхӑмӗн йӑли-йӗркисен пӗлтерӗшне палӑртнӑ.
Чуна пырса тивекен тата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хисеплӗ хӑнасем, районти организацисен ертӳҫисем, аслӑ юлташсем, класс ертӳҫисем тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗсем ачасене пионер галстукӗсем — пӗрлӗх, яваплӑх тата туслӑх символӗ — ҫыхнӑ. Галстукӑн кашни тӗвви халӗ ачасем пысӑк та туслӑ пионер ҫемйин пӗр пайӗ пулнине аса илтерет.
Анчах кунти пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫакӑнпа вӗҫленмен. Уяв шайĕнче тата тепĕр пысăк мероприяти иртрĕ — 14 çул тултарнă шкул ачисене паспортсем парасси. Ҫитӗннисен пӗрремӗш документне илни — гражданла ҫитӗнӳ ҫулӗ ҫинче пӗлтерӗшлӗ утӑм. Ачасене паспорта Артур Галеевпа «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» специалисчӗсем панă.
Эпир вӗренекенсемпе мăнаçланатпӑр, вӗсене:
- пионер ятне тивӗҫлӗ пулма;
- Раççей гражданинӗн паспорчӗ паракан яваплăха чыслă тытма;
- хӑюллӑ малалла утма, тӗллевсем лартма, ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Уява хутшӑннисене пурне те саламлатпӑр! Ҫак кун вăраха асра юлтӑр, ҫӗнӗ пуҫарусем вара савӑнӑҫ, уçусем, ҫитӗнӳсем кӳччӗр.
#Бижбуляк2школа
#НавигаторыДетстваРБ
#ПионерыБашкортостана
#ДвижениеПервыхБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.