

Пишпӳлекре Çамрӑксен кунне халалланӑ мероприятисемпе вӗренсе тухнисен балĕсем иртнĕ. Ҫамрӑксен юхӑмӗсен хастарӗсем «Парус» спорт шкулĕнче пухӑннӑ, унта вӗсене пысӑк наградӑсем панӑ. Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев ҫамрӑксен юхӑмне аталантарма тӳпе хывакан хастарсене саламланӑ.
Хӑнасем хушшинче ҫамрӑксен общество палатин членӗ Станислав Куляков тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Никита Сафронов пулнӑ. Пишпÿлек бокс федерацийӗн боксерӗсен кӑтартуллӑ тытӑҫӑвӗсем уява уйрӑм колорит панă.
Выпускниксене халалланӑ уявсем Пишпӳлекри Культура керменӗн стенисенче иртнĕ. Каҫхине районта пурӑнакансене канупа концерт программи кӗтнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.