

Пишпӳлекри 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсен саккăрмĕш классенче вӗренекенсем ҫамрӑксен «Манӑн Республика – манӑн ял» экологи акцине хутшӑннă. Вӗсем Пишпӳлек ялӗн Центральная урамӗнчи тротуарсем тӑрӑх пӗверен пуҫласа газ участокӗ таран ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Пишпӳлекре чылай тасарах та илемлӗрех пулса кайрӗ.
Пишпӳлек ял тӑрӑхӗнче питӗ ӗҫчен, пуҫаруллӑ та креативлӑ ҫамрӑксем пурри савӑнтарать. Тунӑ ӗҫшӗн пурне те питӗ пысӑк тав!
Атьӑр-ха, ҫак пуҫарӑва пӗрле ырлар, ҫӳп-ҫапа ӑҫта кирлĕ унта сапар мар. Пирӗн тӑван тӑрӑхра тасалӑхпа йӗрке пултӑр. Атьӑр, ӗҫе хисеплер, ытти ҫынсене тӗслӗх кӑтартар. Тасатнӑ ҫӗрте таса мар вӗт, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/sp_bizh