Çутă çул
+11 °С
Ясно
Çамрăк ăру
29 Сентября , 07:49

16 ҫула ҫитнӗ ачасем Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта экскурсинче пулнă

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче 16 ҫула ҫитнӗ ачасем пысӑк ҫул ҫӳрев тунă — хуласем е ҫӗршывсем тӑрӑх мар, пулас профессисен тӗнчине!

16 ҫула ҫитнӗ ачасем Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта экскурсинче пулнă16 ҫула ҫитнӗ ачасем Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта экскурсинче пулнă
16 ҫула ҫитнӗ ачасем Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта экскурсинче пулнă

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче 16 ҫула ҫитнӗ ачасем пысӑк ҫул ҫӳрев тунă — хуласем е ҫӗршывсем тӑрӑх мар, пулас профессисен тӗнчине! Опекӑпа попечительство органӗсем вӗсем валли Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра экскурси йӗркеленӗ.

Ку лекци кӑна мар, малашлӑх пирки чӗрӗ калаҫу пулнă. Центр специалисчӗсем ҫамрӑксене:

- Ӗҫ шыранӑ чухне пӗрремӗш утӑмсем туни ҫинчен;

- Ҫамрӑксене патшалӑх пулӑшӑвӗн программисем ҫинчен;

- Карьерӑна палӑртма пулӑшакан пулӑшусем пирки: профориентаци, тӳлевсӗр ҫӗнӗрен вӗренни, резюме хатӗрлеме пулӑшни çинчен каласа кӑтартнӑ.

Ҫакӑн пек тӗлпулусен тӗп тӗллевӗ — шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫулсем нумаййине, патшалӑх кашни ҫамрӑка пулӑшма хатӗррине кӑтартасси. Ачасем пулӑшу ыйтма ӑҫта каймаллине пĕлнĕ.

 

#Бижбуляк_занятость #ЯтрудРБ #РаботаВРоссии #Занятость

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлек районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club180603777

 

 

 

16 ҫула ҫитнӗ ачасем Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта экскурсинче пулнă
16 ҫула ҫитнӗ ачасем Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта экскурсинче пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас