

Пушкӑртстан Республикин кунӗ умӗн Пишпӳлекри «Улыбка» ача садĕнче Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» пуҫламӑш уйрӑмне чаплӑн уҫнӑ, ҫавӑн пекех «Раҫҫей ăмӑрткайӑкне» ҫӗнӗ хутшӑнакансене йышӑннӑ.
Халӗ пирӗн чи ҫамрӑк воспитанниксем те официаллӑ майпа ҫӗршывӑн пысӑк та туслӑ командин пӗр пайӗ пулса тӑнă.
«Улыбка» ача сачӗн коллективне, ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ҫак пӗлтерӗшлӗ утӑмпа саламлатпӑр. Малта ҫамрӑк хастарсене пӗрремӗш илӗртӳллӗ проектсем, пултарулӑх конкурсӗсем, ырӑ акцисем тата ҫутӑ уçусен тинӗсӗ кӗтеҫҫӗ. Ырӑ ҫул, Пишпӳлек районӗнчи чи пӗчӗк Пӗрремӗшсем!
Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулӑн аслӑ хастарӗсемпе педагогӗсем пирӗн пепкесемшӗн чӑн-чӑн вӗрентекенсем пулса тӑнă. Сирӗн профессионализм, яваплӑх тата пултарулӑх мелне пула открыти чӑннипех те ҫутӑ, чӗрӗ тата манӑҫми пулса тухнӑ. Эсир шкул ҫулне ҫитмен ачасене чӑн-чӑн уяв парнелерӗр, ӑрусен тӑсӑмлӑхӗн питӗ лайӑх тӗслӗхне кӑтартрӑр.
#ДвижениеПервыхРБ #ДвижениеПервыхБижбуляк #НаставникиПервых
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районĕнчи Пĕрремĕшсен юхăмĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/mypervie_bijbulyak