

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри студентсен хӑй тытӑмлӑхӗн чи хастар представителӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Мероприяти Уфари Геном центрӗн никӗсӗ ҫинче иртнӗ.
Регион ертӳҫи хӑй тахҫан вӗсен вырӑнӗнче пулнӑран ҫамрӑксен ӗҫ хакне лайӑх ӑнланнине палӑртнӑ. Хальхи студентсем пахалӑхлӑ вӗренме кӑна мар, хӑйсене волонтерлӑхра, спортра тата пултарулӑхра кӑтартса общество ӗҫӗ валли вӑхӑт тупма та ӗлкӗрнине палӑртнă вӑл.
Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, влаҫ студентсене регион аталанӑвӗн тулли праваллӑ юлташӗсем тесе шутлать. «Эпир вӗсенче хамӑрӑн партнерсене куратпӑр, вӗсемпе хамӑрӑн студентсен пуласлӑхне, вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине сӳтсе яватпӑр», – тенӗ Радий Хабиров.
Диалог вӑхӑтӗнче енсем ҫамрӑксене пулӑшмалли мерӑсене тата регионти аслӑ шкула аталантармалли малашлӑха сӳтсе явнӑ. Радий Хабиров студентсен активӗпе иртнӗ тӗлпулусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх темиҫе конкретлӑ йышӑну тунине аса илтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн ВКонтакте социаллă сечĕ.