Çутă çул
-32 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
16 Октябрӗн 2025, 09:14

Манӑн чи юратнӑ салат

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 1«а» класра вӗренекен Валерия Грешнякова «Манӑн юратнӑ апат-çимĕç» конкурса хутшӑннă.

Манӑн чи юратнӑ салат
Манӑн чи юратнӑ салат

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 1«а» класра вӗренекен Валерия Грешнякова «Манӑн юратнӑ апат-çимĕç» конкурса хутшӑннă. Вӑл «Кӗрӗк айӗнче» салат хатӗрленӗ. «Акӑ, уяв сӗтелӗ ҫинче ҫак салат пулсан, эпӗ ӑна ҫеҫ ҫиме пултаратӑп, вӗри апат та кирлӗ мар. Мĕн чухлĕ салат эпир аннепе хатӗрлетпĕр, анчах халӗ те манӑн чи юратнӑ салат — «Кӗрӗк айӗнчи сельдь», вӑл яланах пирӗн уяв сӗтелӗ ҫинче, яланах! Калатӑп сире, ку питӗ тутлӑ! Питӗ!» — тет Валерия.
#МояЛюбимаяЕда
#Бижбулякшкола2
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2?from=groups

 

Манӑн чи юратнӑ салат
Манӑн чи юратнӑ салат
Автор: Марина Иванова
Читайте нас