Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ

Паян Пишпÿлекре Аслă Çĕнтерÿ кунне чаплă лару-тăрура паллă турĕç.

Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ

Ҫӗнтерӳ кунӗ- сӑваплӑ уяв. Ҫак аслӑ куна — Ҫӗнтерӳ кунне - пирӗн асра тытмалла, хамӑрӑн пуласлӑхшӑн хӑйне шеллеменнисене хисеплемелле.

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче вăрçăра пуçне хунисене асӑнса Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тав туса ӗҫ фрончӗн ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем, организацисен представителӗсем, шкул ачисем, ял ҫыннисем тата хӑнасем пухӑнчӗҫ. Пӗр минут хушши чӗнмес ер тăраççĕ. Пухӑннисем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуçне хунă Пишпÿлек çыннисен палӑкӗ умне Мухтав ярӑмӗ, пуҫ кӑшӑлӗсем, чечексем хучӗҫ.

Ял варринчи площадьре чаплӑ митинг пулса иртрӗ, унта вӑрҫӑ ҫулӗсен пӗртен-пӗр чӗрӗ свидетелӗ- Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Миронов Александр Петрович хутшӑнчӗ.

Митинг вӗҫленнӗ тӗле запас воинӗсен, районти вӑтам шкулсене вӗренекен юнармеецсен, райцентрти ача сачӗсен воспитанникӗсен колоннисем чаплӑ маршпа иртрӗҫ.

Мероприятие районти артистсемпе пултарулӑх коллективӗсем тухса каларӗҫ.

Тĕрлĕ площадкăсенче выставкăсем хатĕрленĕ, çĕнĕ юрттăра мастер-класс йĕркеленĕ, сценăран сылтăм енче Астăвăм стени тунă.

Сăнÿкерчекĕсем: Ирина ФОМИНА, Галина ВАРИКОВА.

Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Çĕнтерÿ кунĕ - чыслăх кунĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: