Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
21 Мартӑн 2025, 12:02
1

Пелепей районӗ СВОна хутшӑнакансене виҫӗ автомобиль ярать

Кун пирки Пелепей район администрацийӗ пӗлтерет.

Пелепей районӗ СВОна хутшӑнакансене виҫӗ автомобиль ярать
Пелепей районӗ СВОна хутшӑнакансене виҫӗ автомобиль ярать


Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли черетлӗ гуманитари çăкне Пелепей ҫыннисем пухнӑ. Кун пирки Пелепей район администрацийӗ пӗлтерет.
Организацисем, предпринимательсем тата районти сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем холодильник, виҫӗ автомобиль, автозапас пайĕсем, электрогенератор, стройматериалсем, инструментсемпе материалсем, медикаментсем, гигиена хатӗрӗсем, тумтирсем, ӗҫмелли шыв тата апат-ҫимӗҫ хатӗрленĕ.
Администраци гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫе хутшӑннисене пурне те тав тӑвать.
"Эсир пулӑшни пӗтӗмӗшле ӗҫе ҫав тери пысӑк тӳпе шутланать. Пӗрле эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме тата палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пултаратпӑр", - тенӗ муниципалитет пӗлтерӗвӗнче.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пелепей район администрацийӗн telegram-каналĕ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2025-03-20/rayon-bashkirii-otpravit-uchastnikam-svo-tri-avtomobilya-4165515

 

 

Пелепей районӗ СВОна хутшӑнакансене виҫӗ автомобиль ярать
Пелепей районӗ СВОна хутшӑнакансене виҫӗ автомобиль ярать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас