Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
7 Августӑн , 12:48

Пушкӑртри ҫамрӑк патриот хӑйӗн пухнă укçине СВО зонине панӑ

Кармаскалӑ районӗнчи Артем Журавлев малти линире çар задачисене пурнӑҫлакансене пулӑшни мӗн тери кирлине ӑнланать.

Сихонкино ялӗнчи тӑваттӑмӗш класра вӗренекен Артем Журавлев хӑйӗн пухса пынă укçине СВО нушисем валли панӑ. Арҫын ача гуманитари пулӑшӑвӗ пани пирки Кармаскалӑ район администрацийӗнче каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑк патриот хӑйӗн пухнă укçине «Кармаскалинцы СВОим»,  волонтер штабне панӑ, пĕлтернĕ муниципалитетра.
 
«4-мӗш класра вӗренекенскер ҫар ҫыннисемшӗн пулӑшу мӗн тери пӗлтерӗшлине, волонтер штабӗсем гуманитари тиевӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнине ӑнланать. Пирӗн ентешсем килтен хыпар илччӗр, шанчӑклӑ тыл туйччӑр тесе пурте», — тенӗ хыпарта.
Артемӑн амӑшӗ Галина Журавлева пушӑ вӑхӑтра волонтер штабӗнче вӑй хурать. Вӑл шӑл тухтӑрӗ пулса ӗҫлет, анчах пушӑ вӑхӑтра типӗ яшка пӗҫермелли чӗртавара «Супы Башкирии» Уфа штабне пур сихонкинсенчен те илсе ҫитерессине йӗркелет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кармаскалӑ район администрацийӗн телеграм-каналӗ.
 
Пушкӑртри ҫамрӑк патриот хӑйӗн пухнă укçине СВО зонине панӑ
Пушкӑртри ҫамрӑк патриот хӑйӗн пухнă укçине СВО зонине панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас