Пушкӑртстан Пуҫлӑхне Радий Хабирова ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра боецсем «Тимер»
позывной панă. Кун пирки вӑл хӑйӗн соцсечӗсенче каласа кӑтартнӑ.
«СВОра пурин те позывной пултăр тесе йышӑннӑ. Ку вӑл хӑрушсӑрлӑх, ҫарсене тытса пырас ыйту, вӑл йӗркеленнӗ ҫар йӑли. Ҫарсенче кам кӑна ҫук-ши - «Туман», «Шаман», «Башкир», «Татарин», «Бес», «Тор», «Африка», «Бродяга», «Зверь», «Медведь», «Колибри», «Волга», «Двина»... малти линие çÿренĕ чухне манӑн та позывнойсем пулнă иккен. Тӗрлӗ вӑхӑтра мана «Шеф», «Хоккеист», «Ағай» тесе чӗннĕ. Паян вара ман каччӑсем мана «Тимер» тесе позывной пачӗҫ. Пушкӑртран куҫарсан - тимӗр,» - тенĕ Хабиров.
Республика ертӳҫи ҫак фактпа мăнаçланнине палӑртнă, паянтан пуҫласа «мӗн виличчен Тимер пулăп» тенĕ .
«Тимӗр вӑл хытӑ материал кӑна мар. Вӑл вӑйлӑ, кирлӗ-кирлӗ мар авӑнчӑксене парӑнмасть. Эпӗ çавăн пек пулма тӑрӑшӑп. Тӳррипе каласан, эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑма нимӗнле лару-тӑрура та, управляющи, олигархла - кирек мӗнле лару-тӑрура та, нихӑҫан та авӑнмалла мар пурӑнма тӑрӑшрӑм. Малашне те ҫаплах пурӑнӑп. Плюс — Тимӗр тесе чӗнеҫҫӗ манӑн юратнӑ кӗҫӗн ывӑла. Эпӗ ӑна нихҫан та улталамастӑп. Пурне те - хисеплесе!», - палӑртнă Хабиров.