Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
15 Октябрӗн 2025, 11:11

Акмулла ячĕллĕ университетăн коллективне «Фронта пулӑшнӑшӑн» медальпе палӑртнă

Акмулла ячӗллӗ БГПУ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе тытӑмлӑн ӗҫленӗшӗн пысӑк наградӑна — Пушкӑртстан çар комиссариачӗ панӑ «Фронта пулӑшнӑшӑн» медале — тивӗҫнӗ.

Университет студенчӗсем, преподавателӗсем тата ӗҫченӗсем гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫе Уфари Киров районӗн акцийӗсен шайӗнче те, хӑйсен пуҫарӑвӗпе те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Аслӑ шкул ректорӗ, Пушкӑртстан парламенчӗн депутачӗ Салават Сагитов тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлекен Раҫҫей салтакӗсене тытӑмлӑн пулӑшнӑшӑн ӗҫтешӗсемпе студентсене тав тунă.

Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ямашкӑн гумпулӑшӑва пухасси университетри пур вӗренӳ подразделенийӗнче те пырать.

https://mgazeta.com/news/care/2025-10-14/v-ufe-kollektiv-akmullinskogo-universiteta-otmetili-medalyu-za-pomosch-frontu-4426899

Акмулла ячĕллĕ университетăн коллективне «Фронта пулӑшнӑшӑн» медальпе палӑртнă
Акмулла ячĕллĕ университетăн коллективне «Фронта пулӑшнӑшӑн» медальпе палӑртнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас