Стерлитамакри 8-мӗш шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Динислам Культуманов хӑйӗн питбайкне ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче усӑ курма панӑ.
Хаклӑ парнене шкул ачи хӑй пуҫарнипе тунӑ. Граждан позицине кӑтартнӑшӑн тата хастар пулӑшнӑшӑн Стерлитамакри СВО Ветеранӗсен Ассоциацийӗн сопредседателӗсем Динислама 35-мӗш уйрӑм мотострелковăй бригадин командованийӗпе личнӑй составӗн ятӗнчен официаллӑ тав çырăвĕ панă.
Тав ҫырӑвӗнче ҫакнашкал парне подразделенишӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
Динислам дзюдопа кӑсӑкланни паллӑ, вӑл тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Стерлитамак администрацийӗ.
https://mgazeta.com/news/care/2025-11-09/shkolnik-iz-bashkirii-podaril-pitbayk-boytsam-svo-4458634