Уфара СВОна хутшӑнакансем валли предприниматель броньланӑ пысӑк ҫул-йӗрлĕ «Нива» автомобильпе тивӗҫтернӗ. Хӗрарӑмăн ĕçĕ пирки тӗп хулари Киров район администраци пуҫлӑхӗ Илвир Нурдавлятов пӗлтернӗ.
«Ку пирӗн ентешсемшӗн питӗ пысӑк пулӑшу, вӗсем «ленточка» леш енче службӑра тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак автомобильпе аманнисене эвакуацилеме, çар задачисене пурнӑҫлама кирлӗ çăксене турттарма пулать», — тенӗ Илвир Нурдавлятов.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфари Киров район администрацийӗн пресс-служби / соцсеть.