Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
9 Декабрӗн , 11:27

Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă

Хамăрăннисене пăрахмастпăр.

Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă
Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă

Калинин ял Совечĕ Пӗтӗм Раҫҫейри #Спасибо Героям акцине хутшăннă май волонтерсем ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен зонӑри ҫар ҫыннисем валли блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă.

Окоп ҫуртисем нумай функциллӗ. Вӗсемпе палаткӑна ӑшӑтма, алӑсене ӑшӑтма, япаласене типӗтме тата хирти условисенче шыв вӗретме пулать. Ахаль ҫурта пекех вӗсемпе те темиҫе хут усӑ курма пулать.

Блиндаж ҫуртана ал айӗнчи материалсенчен ӑсталаҫҫӗ: шӑвӑҫ банкӑсемпе гофрокартонтан.

Волонтерсем окоп ҫуртисем тӑвас ӗҫе кӑсӑкланса тишкернӗ, кайран вӗсене хӑйсем тума тытӑннӑ. Ку ӗҫ тӑрӑшуллӑ, вӑхӑта нумай илет. Ку салтак пурнӑҫӗнче питӗ усӑллӑ япала.

Чун ӑшшин символӗ пек ҫурта ҫути кашни салтака ӑшӑтасса шанаҫҫӗ волонтерсем. Пирӗн ачасене — хӳтӗлевçĕсене — тӑрӑшса пулăшу.

#Бижбулякскийрайон
#МыВместе
#Спасибо_Героям
#БашМолодежь#Росмолодежь

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916?from=groups

 

 

 

Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă
Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă
Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă
Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă
Волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлеме хутшăннă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас