Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
11 Декабрӗн , 12:12

Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ

Кистенлӗри ял библиотекине шкул ачисем хӑйсем ҫырнӑ ҫырусене илсе килнĕ.

Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ
Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ


Декабрĕн 9-мӗшӗнче, Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунӗнче, Кистенлӗри ял библиотекине хӑйсен вӗрентекенӗпе Любовь Николаевнапа шкул ачасем пуҫтарӑннă. Вӗсем хӑйсем ҫырнӑ ҫырусене илсе килнĕ, малти ретре тӑракан паттӑр салтаксем валли посылка пуçтарнă.
Ҫамрӑк вулакансем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Вӗсем салтаксене килтен аякра пулсан та Çӗнӗ ҫул ҫывхарнине туйма пулӑшакан пылак апат-ҫимӗҫсем, парнесем илсе килнӗ. Уйрӑмах чуна пырса тивекен хушма мишура пулнă, ӑна ачасем уяв атмосферин пӗр пайне тата ҫапӑҫури кулленхи кунсенче савӑнӑҫ кӳме посылкӑна хунă. Ку уяв пурин те пулмалли пысӑках мар, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ символ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club225023692

 

 

Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ
Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ
Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ
Кистенлĕ ачисем посылка пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас