Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
17 Декабрӗн , 10:12

Путина СВОна хутшӑнакансемпе ӗҫленин унӑн хушӑвӗсене пурнӑҫланине каласа панă

#владимирпутин

Путина СВОна хутшӑнакансемпе ӗҫленин унӑн хушӑвӗсене пурнӑҫланине каласа панă
Путина СВОна хутшӑнакансемпе ӗҫленин унӑн хушӑвӗсене пурнӑҫланине каласа панă

 

#владимирпутин

Президентпа тӗл пулнӑ май «Единая Россия» генсовечӗн секретарӗ Владимир Якушев СВОна хутшӑнакансемшӗн анлӑ хатӗрленӳ, вӗрентӳ тата наставник ӗҫӗсем ирттернине пӗлтернӗ.

Пӗтӗмлетӳ вӗсен 2025 ҫулхи суйлав кампанине хастар хутшӑнни пулнă: депутат мандачӗсене 890 ҫын (2024 ҫулта – 304) тивӗҫнĕ.

Палӑртса хӑварар: Пушкӑртстанра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсем СВОна хутшӑнакан вунă çын пулнӑ.

2026 ҫулхи тӗп тӗллев — пӗрлехи сасӑлав кунне ӑнӑҫлӑ хутшӑнасси. Ҫавӑн пекех партин Халӑх программине Президентӑн наци тӗллевӗсем ҫинчен калакан указӗпе килӗшсе тӑрас ӗҫ те пырать. Программӑра Раҫҫей Геройӗ Владимир Сайбель ертсе пынипе СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшма уйрӑм пай йӗркеленӗ.

Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, парламентарисем СВОна хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисен майлӑ пуҫарусене пӗр саслӑ тенӗ пекех пулӑшаҫҫӗ, ҫар ҫыннисем хӑйсем влаҫа килсен ҫак ыйтусене уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗҫ.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Кремлӗн официаллӑ сайчӗ.

 

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-12-16/vladimiru-putinu-dolozhili-o-vypolnenii-ego-porucheniy-po-rabote-s-uchastnikami-svo-4510451

 

 

Путина СВОна хутшӑнакансемпе ӗҫленин унӑн хушӑвӗсене пурнӑҫланине каласа панă
Путина СВОна хутшӑнакансемпе ӗҫленин унӑн хушӑвӗсене пурнӑҫланине каласа панă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас