Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
17 Декабрӗн , 11:43

Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ

Сухоречка ялӗнчи «Единое сердце» команда волонтерӗсем СВО зонине ӑсатма пирӗн боецсем валли каллех пысӑк посылка пуҫтарнӑ.

Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ

Паян эпир ҫакӑн чухлӗ ырӑ чӗресене пӗрлештернӗ тӗлӗнмелле пуҫару ҫинчен мӑнаҫланса каласа парасшӑн! Сухоречка ялӗнчи «Единое сердце» команда волонтерӗсем СВО зонине ӑсатма пирӗн боецсем валли каллех пысӑк посылка пуҫтарнӑ. Ку посылкӑра япаласем кӑна мар, чунтан тӑрӑшни, чун ӑшши:

Ӑшӑтма, хӳтӗлеме пирӗн ӑстаҫӑсен ылтӑн аллисемпе ҫӗленӗ ҫан-ҫурӑм пиҫиххисем.

Сухоречкăри шкул ачисем юратса, тӑрӑшса тултарнӑ тутлӑ шӑрăшлӑ чей. Кашни пакет вӑл — тӑнӑҫлӑх, киле часрах таврӑнма сунни.

Ҫак посылкӑри кашни япалана пирӗн тав тунипе, ҫӗнтерӗве ӗненнипе пуянлатнӑ. Ку пирӗн пӗрлехи ҫыру: «Эпир астӑватпӑр, эпир хаклатпӑр, эпир кӗтетпӗр!»

Ҫак пархатарлӑ ӗҫе хӑйӗн чунне, вӑхӑтне хывнӑ кашни ҫынна пысӑк тав! Эсир сÿрĕк мар пулни хаксӑр. Тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлекенсене пӗрле пулӑшар!

Пӗрле ырӑ ӗҫсем тума пирӗнпе пӗрлешӗр!

#СВОихНЕБросаем
#ВместеМыСила
#ЕдиноеСердце
#ДобрыеДела
#ПоддержкаБойцов
#ДетиВолонтеры
#Год_поддержки_участников_СВО_и_членов_их_семей

Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public172383754

 

 

 

Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Ырă ятшӑн чӗресем пӗр тан тапаҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас