Кистенлӗри Культура çуртĕнче пысӑк туслӑ ҫемьене чӑмӑртанса ялти «За Родину» ушкăн волонтерĕсем, художествӑлла пултарулӑха хутшăнакансем, ялти хастар ҫынсем «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» патриотла сехет-акци ирттернĕ. СВО хутшăнакансем валли хурӑн милӗкӗсем, медикаментсем, ӑшӑ япаласем, пылак ҫимӗҫсем тултарнӑ «Ырлӑх курупки» пуҫтарнă. «Все для фронта - Бижбуляк» волонтерсен юхӑмӗн ертӳҫи Эллина Загидовна вĕсен патĕнче хӑнара пулнă, вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫинчен каласа панă: ҫар службин кӑткӑслӑхӗсем ҫинчен, хӑйсен пурнӑҫӗсене шеллемесĕр пирӗн тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен вырӑс салтакӗсемпе офицерӗсен паттӑрлӑхӗпе хăюлăхĕ ҫинчен. Мероприяти волонтерсене тав ҫырӑвӗсем панипе вӗҫленнĕ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакансене пулӑшнӑшӑн пурне те тавтапуҫ.
#УфаМК_РБ
#УФаРЦНТ_РБ
#Бижбулякский_район
#Кистенли_Богдановский_СДК
#СвоиVкультуре
#Своих_не_бросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291