«Всё для Победы – Бижбуляк» волонтерсен штабӗ фронта пулӑшас ӗҫе малалла тӑсать. Пуҫаруллӑ ушкӑн мӗнпур нюанссене виҫсе пӑхнӑ, апат-ҫимӗҫпе порциллӗ хутаҫсем тума кирлӗ оборудовани туяннӑ. Хальхи вӑхӑтра тухӑҫлӑха ӳстерме процессене оптимизацилесси пырать. Лайӑх хыпарпа Алевтина Васильева штаб никӗслевҫи паллаштарчӗ:
— Ку пӗрремӗш утӑм кӑна, умра чи вӑрӑм та кӑткӑс процесс, унтан -срокне кӗтни. Анчах эпӗ шанатӑп: ҫак «тутлӑ ҫимӗҫсене» илекен салтаксем хушма вӑй-хала туйĕç. Манӑн шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакансене пурне те тавтапуҫ.
Елена Макеева, повар-кондитер, апатлану технологӗ:
— Термообработка тата упаковка енӗпе ҫӗнӗ технологи линийӗ апат-ҫимӗҫе нумай вӑхӑт хатӗрлеме тата упрама май парать. Ӗҫтешсемпе ӑна алла илме пуҫларӑмӑр ӗнтӗ. Паян эпир соусра тефтелипе рис, хуратул пăтти катлетпа тата подливпа, макарон тефтелипе пӗҫеретпӗр ӗнтӗ. Порциллӗ апат-ҫимӗҫ пакечӗсем кӗҫех «Всё для Победы – Бижбуляк» волонтерсен штабӗ йӗркелекен гуманитари конвойӗсем урлӑ малти линие лекӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz