-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫарпа патриотизм воспитанийӗн уйӑхлӑхӗн шайӗнче Пишпӳлекри 2-мӗш вăтам шкулта «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!» ырлăх акцийĕ иртнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ҫар ҫыннисене валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухнă.
9 «а» класра вӗренекенсем (класс ертӳҫи Е.Ю. Алексеева) тата ашшӗ-амӑшӗсем асӑннӑ акцие хастар хутшӑннӑ.
Ҫак пуҫарӑва хутшӑннисене пурне те тав тӑватпӑр, сирӗн пулӑшӑва тата ҫакӑн пек акцие малашне те хутшӑнасса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.