Çутă çул
+14 °С
Облачно

Уфара СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ упӑшкипе унӑн юлташӗсене пулӑшма ыйтнӑ

Уфара «Газ» позывнойлă СВОна хутшӑнакана гуманитари пулӑшӑвӗ панă.

Уфара СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ упӑшкипе унӑн юлташӗсене пулӑшма ыйтнӑУфара СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ упӑшкипе унӑн юлташӗсене пулӑшма ыйтнӑ
Уфара СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ упӑшкипе унӑн юлташӗсене пулӑшма ыйтнӑ

Уфара «Газ» позывнойлă СВОна хутшӑнакана гуманитари пулӑшӑвӗ панă. Боеца пулӑшма унӑн мӑшӑрӗ — тӗп хулари Октябрьский районӗнчи общество хӑрушсӑрлӑхӗн центрӗн ӗҫченӗ — ыйтнӑ.

«Газ» юлташӗсемпе пӗрле çар задачине пурнӑҫланӑ иккен. Вӗсен автомобильне ВСУ дронӗ тапӑннӑ. Техникӑ çĕмĕрĕлнĕ, юсама юрăхлă мар. Телее, ҫар ҫыннисем аманман.

Ыйтнине Уфари пӗр автосалонра хуравланă, пӗлтернӗ Уфари Октябрьский район администраци пуҫлӑхӗ Антон Тарасов. Ҫунса кайнӑ автомобиле улӑштарас ыйтӑва пӗр эрнере татса панӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфари Октябрьский район администрацин пресс-служби | социаллă сеть.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2026-03-27/v-ufe-supruga-uchastnika-svo-poprosila-pomoch-muzhu-i-ego-tovarischam-4630017

 

 

Уфара СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ упӑшкипе унӑн юлташӗсене пулӑшма ыйтнӑ
Уфара СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ упӑшкипе унӑн юлташӗсене пулӑшма ыйтнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас