

Пушкӑртстанри Гафури районӗнче ВАЗ-2114 СВОна хутшӑнакансем валли çар машини туса хунӑ. Район пуҫлӑхӗ Венер Вахитов ҫак кунсенче гуманитари конвойӗпе пӗрле ҫапӑҫусен зонине тӑватӑ ҫӑмӑл автомобиль янине пӗлтернӗ.
Унсӑр пуҫне гуманитари тиевӗн йышӗнче техника запас пайӗсем, стройматериалсем, инструментсем, генераторсем, кӑмака-буржуйкӑсем, окоп ҫуртисем, маскировка сеткисем, антидрон утиялсем, апат-ҫимӗҫ тата ӗҫмелли шыв, ҫывӑх ҫыннисенчен ятлă посылкăсем.
«Волонтерсем, предпринимательсем, вырӑнти влаҫсем, сӳрӗк мар граждансем тата ҫар ҫыннисен ҫемйисем пӗрле тӑрӑшнипе пухнӑ гуманитари пулӑшӑвне ДНР, ЛНР тата Запорожьене яраҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн районтан 40 ытла гуманитари конвойӗ, 45 автомобиль ярса боецсене адреслӑ пулӑшу панӑ», — каласа кӑтартнă Гафури район администраци пуçлăхĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Венер Вахитовăн социаллă сетьсем | Гафури район администрацийӗ.