

Хушăлкари вăтам шкулта паян малти линире тӑракансене манмаҫҫӗ. Вӗренекенсем пысӑк та яваплӑ ӗҫе — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли антидрон сечӗсем ҫыхассине — малалла тӑсаҫҫӗ.
Ҫак сеткăсем пирӗн боецсене тӑшманăн пилотсăр аппарачĕсенчен хӳтӗлеме, техникӑна тата, чи пӗлтерӗшли, — пурнӑҫа сыхласа хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Ачасем вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлеҫҫӗ, кашни ячейкӑна хӑйсен чӗрисен ӑшшине, чун-чӗререн тӑрӑшнине хываҫҫӗ.
Шкул ачисем ӑнланаҫҫӗ: ан тив, вӗсем халӗ фронт линийӗнче мар, анчах вӗсен ӗҫӗ — Ҫӗнтерӗве ҫывхартакан чӑн-чӑн пулӑшу. Акцие педагогсем те, ашшӗ-амӑшӗсем те хутшӑнаççĕ.
Пур хутшӑнакансене те сӳрӗк мар пулнăшăн, ӗҫченлӗхшӗн тата патриотизмшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Пӗрле — эпир вӑй!
#СвоихНеБросаем #АнтидроновыеСети #ПомощьФронту #НашиШкольники #ZaПобеду
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028