Çутă çул
+9 °С
Облачно

Шкул ачисем республикӑри «Паттӑра çыру» акцие хутшăннă

Республикӑри «Паттӑра çыру» акци шайӗнче Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта вӗренекенӗсем боецсене çырусем ҫырнă.

Шкул ачисем республикӑри «Паттӑра çыру» акцие хутшăннăШкул ачисем республикӑри «Паттӑра çыру» акцие хутшăннă
Шкул ачисем республикӑри «Паттӑра çыру» акцие хутшăннă

Республикӑри «Паттӑра çыру» акци шайӗнче Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта вӗренекенӗсем боецсене пулӑшу памалли ансат та питӗ ӑшӑ, чӗререн тухакан сӑмахсем, шӑпах халӗ салтаксене ҫав тери кирлӗ сӑмахсем, хӑвӑртрах киле таврӑнас ӗмӗтсем ҫырнă. Ҫамрӑк патриотсем боецсене Тӑван çӗршыва хӳтӗлессишӗн хӑйсен килӗсенчен тухса кайнӑшӑн тав тунӑ, хӑйсене упрама ыйтнӑ, сывлӑх, паттӑрлӑх суннӑ. Салтаксем хӑйсене хакланине, кӗтнине, вӗсене ӗненнине, вӗсемпе мăнаçланнине пӗлмеллине шанаҫҫӗ вӗсем. Боецсем ачасене килтен аякра чухне уйрӑмах чӗтресе вулакан чуна пырса тивекен йӗркесемшӗн тав тӑваҫҫӗ, ҫырусем чуна ӑшӑтнине, чун хавалне ҫирӗплетнине йышӑнаҫҫӗ. Ачасен ҫырӑвӗсене гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле боецсене СВО зонине илсе ҫитерӗҫ.

#Бижбуляк2школа
#ПисьмоГерою

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

Шкул ачисем республикӑри «Паттӑра çыру» акцие хутшăннă
Шкул ачисем республикӑри «Паттӑра çыру» акцие хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас