Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
22 Апрелӗн 2025, 11:27

Пушкӑрт ҫыннисем монетӑсемпе гильзӑсенчен халӑх палăкӗ тума хутшӑнӗҫ

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ ятпа совет укҫисемпе гильзисенчен «Живая память благодарных поколений» палӑк тума палӑртнӑ.

Проект пуҫарӑвӗпе Беларуçри Алексей Талай ячӗллӗ ыркӑмăллӑх фончӗ тухса каланӑ, Раҫҫей енчен ун ҫумне Халӑх фрончӗ хутшӑннӑ. Вӑл кивӗ укҫасемпе гильзӑсем пуҫтарать. Монументне виҫкӗтеслӗх салтак ҫырӑвӗ евӗрлӗ тӑваççĕ. Ӑна кӑҫал Мускавра Поклонная гора ту ҫине лартаҫҫӗ.

Пушкӑрт ҫыннисем те проекта хутшӑнса Халӑх фрончӗн регионти исполкомне укҫа-тенкӗ илсе килме пултараҫҫӗ: Уфа хули, Киров урамӗ, 1-138 çурт. Кунта укҫа тата гильзӑсем пухма ятарласа контейнер лартнă.

«Живая память благодарных поколений» проект шайӗнче палӑк виҫҫӗмӗш пулса тӑрӗ. Паралимпиец, Беларуçри общество деятелӗ Алексей Талай икӗ монумент тунӑ ӗнтӗ, Минск хула-геройӗнче тата Брест крепоҫӗнче. Сӑмах май, акцие Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко тата ĕлĕхи СССР ҫӗршывӗсенчи пилӗк миллион ытла ҫемье хутшӑннӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Халӑх фрончӗ.

https://resbash.ru/news/pobeda-80/2025-04-21/starinnye-monety-i-gilzy-zhiteley-bashkirii-mogut-stat-chastyu-pamyatnika-4206627

Пушкӑрт ҫыннисем монетӑсемпе гильзӑсенчен халӑх палăкӗ тума хутшӑнӗҫ
Пушкӑрт ҫыннисем монетӑсемпе гильзӑсенчен халӑх палăкӗ тума хутшӑнӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас