Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
25 Апрелӗн 2025, 12:12

"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă

Апрелӗн 23-мӗшӗнче Пишпÿлекре Ҫӗнтерӳ паркӗнче "9 рота" шыравҫӑсен отрядне чаплӑ лару-тăрура ӑсатнă.

"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă


Апрелӗн 23-мӗшӗнче Пишпÿлекре Ҫӗнтерӳ паркӗнче "9 рота" шыравҫӑсен отрядне чаплӑ лару-тăрура ӑсатнă. Шырав юхӑмне хутшӑннӑ ачасем хатӗрленсе çитнĕ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуçне хунă тата хыпарсӑр ҫухалнӑ Хӗрлӗ çар салтакӗсен шăмми-шаккине шырас тата идентификацилес енӗпе Пушкӑртстанӑн Республикӑри шырав отрячӗн йышне хутшӑнма хатӗр пулнă. Асӑну вахти кӑҫал Волгоград облаҫӗнче иртет.
Чаплă сывпуллашу митингне районти Шаймуратов класӗсенче вӗренекен ачасене чӗннӗ. Митинга хутшӑнакансем умӗнче администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов сӑмах тухса каланă, шыравҫӑсем ирттерекен ӗҫ пӗлтерӗшне палӑртнă, ачасене ҫапӑҫу хирӗсенче вилнӗ ҫар ҫыннин ятне тепӗр хут палӑртма суннă.
Шырав отрядне хутшӑнас тесен пӗр кӑмӑл ҫеҫ сахал, ачасем вӗренӳ ҫулӗнче историе вӗренеҫҫӗ, экспедицие каяс тесе археологие пӗлнипе тата çирĕп пÿ-силлĕ пулас тесе физкультурăпа киленеççĕ, кӑмӑл пуррине ӗнентереҫҫӗ. -"Шырав экспедицийӗ вӑхӑтӗнче спартак условийӗсенче пурӑнма тивет, талӑкра вуникӗ сехет ытла чавма тивет", - пӗлтернӗ шырав отрячӗн ертӳҫи Владимир Чернов.
"9 рота" шырав отрячӗ Демский ялĕнчи шкулта никӗсленет. Пишпÿлек районӗнчи шыравҫӑсен шутĕнче 16 шырав экспедицийӗ тата Хӗрлӗ çарӑн 118 боецӗпе офицерӗсем. Кашни вахта ҫӗнтерӳ кунӗнче боецсен шăммисене ҫар чысӗпе пытарнипе кун вӗҫленет.
Ачасене ҫӑмӑл мар ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатпӑр .

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups

 

 

"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
"9 рота" шыравҫӑсен отрядне черетлĕ экспедицине ăсатнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас