Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
25 Апрелӗн 2025, 11:18

Инçет хĕвелтухăçĕнче

Пăслăкри Валентина Митрофанова хăйĕн ашшĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Данилов Алексей Федорович çинчен каласа парать.

Инçет хĕвелтухăçĕнче
Инçет хĕвелтухăçĕнче

Пăслăкри Валентина Митрофанова хăйĕн ашшĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Данилов Алексей Федорович çинчен каласа парать.
Данилов Алексей Федорович 1924 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вĕсем виççĕн çитĕннĕ — Райка аппа, Ельне аппа тата атте. Атте Пăслăкри çичĕ çул вĕренмелли шкултан çичĕ класс таран вĕренме май тупнă. Ачалăх çулĕсем унăн ытти ял ачисенни пекех иртнĕ. Ашшĕ-амăшне пулăшнă, пахчара, çĕр çинче ĕçленĕ, колхозра пулăшнă. 18 çул тултарсан, 1943 çулта аттене çар службине чĕнсе илнĕ.
Вăрçа алхассах пынă, Япони пирĕн çĕршыва тапăнасси çинчен каланă. Çамрăк салтаксем, доброволецсем пулса, Инçет Хĕвелтухăçне ăсанма килĕшнĕ. Çав салтаксем хушшинче манăн атте те пулнă. Вĕсене Владивосток хулине ăсатнă. Атте каласа панă тăрăх, тăшман тапăнасса кашни кунах кĕтсе тăнă, çавăнпа та вĕсем питĕ сыхă пулнă. Атте типĕ çĕр морякĕ шутланса тăнă. Анчах та Японипе пирĕн çĕршыв хушшинче вăрçă пуçланса кайман, çавăнпа та атте Çĕнтерÿ кунне Владивосток хулинче кĕтсе илнĕ. Кайран, 1947 çулччен атте çар службине вĕçлесе тăван яла таврăннă.
Яла таврăнсанах колхозра механизаторта ĕçлеме тытăннă. 1947 çултах атте çемье çавăрнă. Аттепе анне пилĕк ача ÿстернĕ: тăватă ывăл тата пĕр хĕр. Тăватă ывăлĕ те çар службинче пулнă. Ывăлĕсен ывăл ачисем те çар службине тивĕç пулнă.
1947 çултан пуçласа 1984 çулччен Алексей Федорович колхозра механизатор пулса вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва та вăл механизатортан кайнă. Тÿрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн аттене хисеплĕ ят панă — Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Унăн Хисеп грамо-тисем, юбилей медалĕсем пирĕн аттен питĕ нумай. Атте пилĕк ача ÿстернĕ, унăн 15 мăнук, мăнукĕсен 19 ача. Алексей Федорович 2012 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.
Эпир аттене манмастпăр, юрататпăр, астăватпăр. Хаклă ветеран-сем, пурнăçран уйрăлнă ветерансем, çамрăклах куçĕсене хупнă совет салтакĕсем, эпир сире ирлĕхшĕн çапăçса, çĕршыва сыхласа хăварнăшăн пуç таятпăр. Астăватпăр, чыслатпăр, мăнаçланатпăр!
Валентина МИТРОФАНОВА,
Пăслăк ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Инçет хĕвелтухăçĕнче
Инçет хĕвелтухăçĕнче
Автор: Марина Иванова
Читайте нас