Часах эпир Ҫӗнтерӳ кунне уявлатпӑр. Халӗ майӑн 9-мӗшне "Вилӗмсӗр полк" акцисӗр куç умне ÿкерме те май ҫук. Хамăр асра тытни — "Вилӗмсӗр полкăн" пӗлтерӗшӗ. Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем инҫетри 2014 ҫулта "Вилӗмсӗр полк" маршпа пӗрремӗш хут иртрӗ, ун чухне вӗсен ушкӑнне 150 ҫын ҫеҫ хутшӑнчĕ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче фронтовик-ҫӗнтерӳҫӗсемпе тыл ӗҫченӗсене хаклакансене "Вилӗмсӗр полк" ушкӑнне хутшӑнма пурне те чӗнетпӗр, пуçтарăнмалла 9 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче (Пушкин урамӗ). Полк 10 сехетре утма пуҫлать те Пушкин урамӗ тата Центральная урамӗ тӑрӑх Ҫӗнтерӳ паркне Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑм патне ҫитет.
"Вилӗмсӗр полка" хутшӑнни хăвăрăн тӑванăра — ҫарпа флот ветеранне, партизана, подпольщика, хирӗҫ тӑракансен юхăмĕн боецне, тыл ӗҫченне, концлагерьте пулнă ҫынна, блокадника, вӑрҫӑ ачине — астуса, хисеплесе кашни çын Майӑн 9-мӗшӗнче ял урамӗсене тухса Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх вут патне портретлӑ, ят çырнă транспарант е сӑнӳкерчӗк илсе килсе асӑнать. "Вилӗмсӗр полка" хутшӑнасси национальноҫран, тӗне ӗненнинчен е политика шухӑшĕсенчен килмест. Пӗр ҫӗршыв — пӗр Полк!
#Победа80
Пишпÿлекри "Вилӗмсӗр полк" штабӗ.