Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
23 Майӑн 2025, 10:25

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем

Герман Терентьевич Прокопьев 1922 ҫулхи октябрӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССР Цивиль районӗнче ҫуралнӑ.

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
 
Герман Терентьевич Прокопьев 1922 ҫулхи октябрӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССР Цивиль районӗнче ҫуралнӑ.
Совет Ҫарне 1941 ҫулта Пишпÿлек район çар комиссариатĕнчен илнӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче 1942 ҫултанпа 661-мӗш стрелковӑй полк миномечӗн наводчикӗ (200-мӗш стрелковӑй дивизи)  Г.Т. Прокопьев рядовой 1944 ҫулта июлӗн 31-мӗшӗнче Дубна юханшыв урлӑ каҫнӑ чухне паттӑр та хăюллă ӗҫ тунӑ. 1944 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗнче тӑшманӑн виҫӗ вут-хĕм точкине миномет вучӗпе лапчӑтнă та 13 нимӗҫ салтакне пӗтерсе тӑкнă. Ҫак паттӑрла ӗҫшӗн Г.Т. Прокопьева 1944 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ. 124-мӗш гварди артиллери полкӗн 12-мӗш гварди корпусӗн 52-мӗш гварди стрелковӑй дивизийӗн наводчикӗ, ударлӑ 3-мӗш ҫарӑн гварди сержанчӗ Г.Т. Прокопьев Берлина илнӗ ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ. 1945 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче ăна II степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ. Верховнӑй Совет Президиумӗн указӗпе 1968 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Г.Т. Прокопьева I степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вăл Пушкӑртстана таврӑннӑ, Пишпÿлек районӗнчи Соловьевка поселокĕнчи колхоз бригадирӗнче ӗҫленӗ. 1947 ҫулта Горький облаҫӗнчи Дзержинск хулине куҫса кайнӑ, гос-энергора электромонтер пулса ӗҫленӗ. I, II тата III степеньлӗ Мухтав орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланă.
 
 
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас