Михайловка ял тăрăхĕн территорийӗнче Кистенлӗпуç ялӗнче пурӑнакансем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна хутшӑнса «Пишпÿлек районӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен обелиск территорине тирпей-илем кӗртесси тата юсасси» проектпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑр ентешӗсене асӑнса паллӑ миссие – ӗмӗрлӗхе асăну пуҫӑннӑ.
Ку проект – строительство тата юсав ӗҫӗсем кӑна мар. Ку вӑл пирӗн Тӑван ҫӗршыва хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗленисен паттӑрлӑхне, вилӗмсӗр паттӑрлӑхне чунтан хисеплени. Ку хальхи ӑрушӑн историе тӗкӗнме, вӑхӑт ҫыхӑнӑвне туйма, совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗн чапне ӑнланса илмелли самант.
Обелиск территорине тирпей-илем кӗртесси асӑну тата хурлану вырӑнӗ кӑна мар, патриотла воспитани центрӗ те пулӗ. Кунта асӑнмалӑх мероприятисем, паттӑрлӑх урокӗсем, ветерансемпе тата тыл ӗҫченӗсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Ҫамрӑк ӑру хӑйсен мӑн аслашшӗсен паттӑрлӑхӗ, вӑрҫӑ терт-нуши тата аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫинчен ытларах пӗлме пултарӗ.
Проектпа ӗҫлени вӑл малашлӑха, истори ӑс-хакӑлне упрама, хамӑрӑн тымарсене, аслӑ ӑру ҫыннисене, пӗчӗк Тӑван ҫӗршыва хисеплесе, юратса пурӑнма вӗрентес ӗҫе тӳпе хывни. Ку пирӗн ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑха хӳтӗленӗ ҫынсене чӗререн «тавтапуҫ» теме май пурри.