Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
24 Ноябрӗн 2021, 09:04

Уфара Чăваш Ен выставки уçăлать

Курава тăратнă  хăвăра килĕшекен япаласене туянма та пулать.  

Уфара Чăваш Ен выставки уçăлать
Уфара Чăваш Ен выставки уçăлать

 «Чăваш Республикин туризма тата тараватлăх индустрине аталантаракан агентстви» хăй тытăмлă учрежденийĕ пĕлтернĕ тăрăх, декабрь уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче Уфа хулинче ВДНХ-ЭКСПО выставка центрĕнче (Менделеев урамĕнчи 158-мĕш çуртра) «УФА. АРТ. РЕМЕСЛА. СУВЕНИРЫ» фестиваль-курав иртет.

Унта Чăваш Енри алă ăстисен сакăр çынран тăракан ушкăнĕ  хутшăнĕ. Вĕсем  курава вак шăрçаран, тир-сăранран хатĕрленĕ япаласем, сувенирсем, пуканесем, теттесем, хурăн хуппинчен ăсталанă япаласем, чĕнтĕрсем, керамика, кĕмĕл эрешсем, «Паха тĕрĕ» фабрикинче хатĕрленĕ наци тумĕ тата «Чăваш кĕнеке издательствинче» кун çути курнă кĕнекесем тăратĕç. Чăваш Республикин туризма тата тараватлăх индустрине аталантаракан агентстви  Чăваш Енĕн туризм пуянлăхĕпе паллаштарĕ. Кăмăл тăвакансене асăннă курава çитсе курма, ал ĕçĕсемпе паллашма  йыхравлатпăр.

Курава тăратнă  хăвăра килĕшекен япаласене туянма та пулать.

Мария ГРИШИНА, агентство ертÿçи.

https://ursassi.ru/news

Уфара Чăваш Ен выставки уçăлать
Уфара Чăваш Ен выставки уçăлать
Автор:
Читайте нас: