Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Декабрӗн 2021, 13:23

Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет

Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.

Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет
Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб пуҫарнӑ.

Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Чи кирли — тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апатне хатӗрлемелле те ҫавна видеоролик ҫине куҫарса тӗнче тетеленчи халӑх ушкӑнӗсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаҫтарса тухмалла.

Сӑмах май, апата мӗнле тата мӗнрен хатӗрленине пӗлтермелле.

Флешмоб кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Мӗн хатӗрлесси пирки пуҫ ватма халӗ шӑпах вӑхӑт.

#тӗнче тетелӗнче#йӑла-йӗрке#культура#чӑвашлӑх#апат-ҫимӗҫ#халӑх ушкӑнӗсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/

Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет
Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет
Автор:
Читайте нас: