Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
1 Июнӗн 2022, 09:47

Мегаполисра чăваш фольклорне, литературине, тĕррине вĕренеççĕ

Уфари чăваш шкулĕн директорĕ Иван Тарасов каласа панинчен.  

Мегаполисра чăваш фольклорне, литературине, тĕррине вĕренеççĕ
Мегаполисра чăваш фольклорне, литературине, тĕррине вĕренеççĕ

Уфари чăваш шкулĕн директорĕ Иван Тарасов каласа панинчен.

Кашни вӗренӳ ҫулӗ темле паллӑ, яланах хӑйне майлӑ. Ҫапла, пирӗн шкулта ҫулталӑк ҫутта кӑларакан Павел Миронов ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине уявлассипе ҫыхӑннӑ. Вӑл Уфа хулинче вӑй хунӑ, математикӑпа революцилле учебниксен авторӗ, сӑмах май каласан, Уфара кӑларнӑ.

Вӗренӳ ҫулне вӗҫлеме хатӗрленнӗ май педагогсемпе вӗренекенсем ашшӗ-амӑшӗсем умӗнче отчет пачӗҫ, чаплӑ мастер-классем кӑтартрӗҫ. Вӗренекенсем сцена ҫине концерт программипе тухрӗҫ, юрларӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, ҫавӑн пекех наука тӗпчевӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, йӑлана кӗнӗ хӗрарӑмсен алӗҫ пайӗн изделийӗсене кӑтартрӗҫ.

Ырлакан туйӑмсен тӑвӑлне Фануза Ахметовна Фархутдинова, Вера Михайловна Тарасова, Елена Вячеславовна Едрёнкина вӗрентекенсем тивĕç пулчĕç. Ача-пӑча тӗрлӗ чӗлхесемпе чӗререн калаҫнине ашшӗ-амӑшӗсене илтме кӑмӑллӑ пулчĕ. Шкулта тӑван чӗлхене энтузиаст тата пысӑк квалификациллӗ специалист Любовь Николаевна Пашина нумай ҫул вӗрентет.

Уйрӑммӑнах Фануза Ахметовна Фархутдинован ансамблӗн репертуарне палӑртатпӑр. Вӑл эмоципе пуянлатать, Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене, ачасене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва тата тӑван çĕре юратнине ҫирӗплетет.

Вӗренӳ ҫулӗ хушшинче Вера Михайловна Тарасован вӗренекенĕсем тӗнчери, пӗтӗм Раҫҫейри, регионти тата хула конкурсӗсенче дипломĕсене тивӗҫнӗ. Педагог чӗрӗк ӗмӗр ытла шкулта "Тӗрӗ" тата "Çекӗлпе çыхасси" ал ӗҫне вĕрентессине ертсе пырать.

Уфа таврапӗлӳҫи Алексей Александрович Кондратьев Уфапа халӑха ҫутта кӑларакан Павел Миронов ятне тавӑрма пулӑшнă, вӑл Уфара ӗҫлекен чӑваш учительсен семинарийӗн пӗрремӗш ертӳҫи пулса тӑнă. Ачасем тĕпчев ĕçĕсене çак темăна чысланă.

Хӑнасене Елена Вячеславовна Едрёнкина, пирӗн шкулта икӗ ҫул хушши "Ҫамрӑк полиглот" предмета илсе пыраканскер, кӑмӑллӑн тӗлӗнтерчӗ. Вӑл отчетлă мастер-класӗ йӗркелерӗ.

Уйӑх вӗҫленнӗ тӗле шкулта УГНТУ профессорĕ ҫинчен асаилӳсен кӗнекине презентациленӗ "Алексей Александрович Кондратьев. Штрихи к портрету".

(Кĕскетсе пичетленĕ).

Тĕплĕнрех - https://ok.ru/chvashnats/topic/154894727318288

Мегаполисра чăваш фольклорне, литературине, тĕррине вĕренеççĕ
Мегаполисра чăваш фольклорне, литературине, тĕррине вĕренеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: