Августăн 2-мӗшӗнчен Хусан пилӗк кунлăха этномода центрӗ пулса тăрӗ. «Стиль жизни – культурный код» этно-Fashion фестиваль кăçал иккӗмӗш хут иртет. Унта халăх творчествипе декоративлă прикладной искусство ӗçченӗсем сăмах илӗç. Виçӗ пысăк сулăмпа ӗçлӗ фестиваль: халăхсен тумне тӗпчессипе çыхăннă наука конференцийӗ.
Кабан кӳллин çыранӗнче, Г.Камал ячӗллӗ театр çывăхӗнче иртекен этномаркета çӗршыври ал ӗç ăстисем пуçтарăнӗç, кунтах тӳлевсӗр мастер-классем ӗçлӗç. Кремль территорийӗнче Тупă картишӗнче (Пушечный двор) этнодизайнерсем хăйсен коллекцийӗсене августăн 2-5-мӗшӗсенче кăтартӗç. Йӗркелӳçӗсем çакна питӗ тӗрӗс шутласа тунă. Кăнтăрла халӗ тутар наци костюмӗсем кăтартакан çӗрте, Кремль территорийӗнчех пулать. Сывă мар ачасене те хутшăнтараççӗ тумсем кăтартнă çӗре. Августăн 3-мӗшӗнче Тупă картишӗнче курма пулӗ ку дефилене.
«Стиль жизни – культурный код» фестивале Чăваш Енри йăхташăмăрсем те хутшăнаççӗ: «Паха тӗрӗ» тулли мар яваплăхлă обществăн ӗçӗсене этномаркетра туянма пулӗ, Наталья Посынкина этнодизайнер коллекцийӗпе Тупă картишӗнче августăн 3-мӗшӗнче паллашма пулать.
http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/khusan-pilk-kunlakha-etnomoda-tsentr-pulsa-tar