Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
10 Ноябрӗн 2022, 20:58

Стерлитамакра Чӑваш тӗррин уявне пухӑнӗҫ

#Пушкӑртстан, #Стерлитамак, #уявсем, #чӑвашлӑх, #культура, #чӑвашсем

Стерлитамакра Чӑваш тӗррин уявне пухӑнӗҫ
Стерлитамакра Чӑваш тӗррин уявне пухӑнӗҫ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.
Пушкӑртстанри ҫак хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Мила Данилова «ВКонтакте» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
#Пушкӑртстан, #Стерлитамак, #уявсем, #чӑвашлӑх, #культура, #чӑвашсем
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/club73439225?z=...%2Fpl_post_-73439225_8971

Стерлитамакра Чӑваш тӗррин уявне пухӑнӗҫ
Стерлитамакра Чӑваш тӗррин уявне пухӑнӗҫ
Автор:
Читайте нас: